Республикӑри ял-хулана ҫутӑпа чи хитре капӑрлатнине палӑртма ирттернӗ республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Конкурса мунципалитетсенчен 17 заявка тӑратнӑ. Тӳресене конкурсантсен шухӑшӗн хӑйне евӗрлӗхӗ, йӑлана кӗмен техника меслечӗсемпе усӑ курни тӗлӗнтернӗ. Пӗчӗк кӑна ялсенче те илеме туйнине палӑртнӑ вӗсем.
Капла конкурса ирттерме республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӗннӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленсе капӑрлатнине ӗнентерме муниципалитетсем фотоӳкерчӗксем те, видеоматериалсем те ярса панӑ.
Конкурса хутшӑннисене пилӗк ушкӑна пайласа хакланӑ. Республика пӗлтерӗшлӗ хуласем хушшинче Шупашкар ҫӗнтернӗ, район пӗлтерӗшлисенчен — Куславкка. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ та конкурса палӑрнӑ. Икӗ номинаципе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман, мӗншӗн тесен пӗрер заявка кӑна пулнӑ. Заявка тӑратнисем — Вӑрнар поселокӗ тата Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗ.
Вӑрмар районӗн ачисем хӑйсен аллисемпе пукане театрӗ ӑсталаҫҫӗ. Ҫакна тӗрлӗ енчен хаклама пулать. Вӑл ача пахчине тата шкулта вӗренекен шӑпарлансемшӗн усӑллӑ.
Ача юмахри сӑнарсене ӗненет, ӗметленме юратать. Кашниех юмахри сӑнара алӑпа тытса пӑхма ӗмӗтленет. Ӑна чӑна ҫавӑрма пулать. Вӑрмар районӗн ачисем тӑрашса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем килти пукане театрӗ хатӗрлеҫҫӗ.
Пукане театрне ача хӑйех ӑсталама пултарать. Аслисен вӗрентсе, кӑшт пулӑшса ҫеҫ тӑмалла. Районти социаллӑ реабилитаци тата диагностика уйрӑмӗн ачисем ширмӑсем, пуканесем хатӗрлеҫҫӗ, хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ.
Сӑнсем (4)
Тата тӗрӗсрех калас тӑк, пӗремӗкпе те мар-ха, канихветпе. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫуран ҫӳрекенсене пылакпа астарма шут тытнӑ. Канихвечӗ ахальли мар — «Хаваслӑ ҫуран ҫӳрекен» ятлӑскер. Ун хучӗ ҫине ҫул-йӗр правилине аса илтерекен тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑ ҫырса хунӑ. Пылак ҫимӗҫе вырӑнти кондитер предприятийӗсенчен пӗринче кӑлараҫҫӗ.
Ӑна инспекторсем ҫуран ҫӳрекенсене кӑна мар, водительсене те валеҫсе панӑ. Сӑмах май вӗсем ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмаллине те аса илтернӗ, шоферсене — ҫуран ҫӳрекенсене ирттерсе ямаллине.
Тимлӗх, чӑн та, кирлех. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫынсем ҫине машинӑсем республикӑра 65 хутчен пырса кӗнӗ. Вӑрмар, Улатӑр районӗнче пӗрер ҫын, Шупашкарта иккӗн вилнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар шкулӗнче ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫул-йӗр правилисене вӗрентмешкӗн ҫуран ҫӳрекенсен хулине туянса панӑ.
Кунашкал хула шӑпах Кивӗ Вӑрмр шкулне лекни ахальтен мар. Шкул директорӗ Сергей Антонов тата вӗрентекенсем ачасене ҫул-йӗр правилисене хӑнӑхтарассишӗн самай тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑрӑшнин усси пур. Ҫамрӑк инспекторсем район, республика тупӑшӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.
Шкул ертӳлӗхӗ ҫамрӑк инспекторсен пӳлӗмне те уҫасшӑн-мӗн. Ҫуран ҫӳрекенсен хулипе кирек хӑш вырӑнта та усӑ курма пулать. Ӑна ӗҫлеттерме тытӑнмашкӑн темиҫе минут та ҫителӗклӗ.
Чаплӑ хатӗр-хӗтӗре парнеленӗ чухне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин та пулнӑ. Ҫакнашкал хулана Вӑрмарти «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчине те парнеленӗ.
Сӑнсем (14)
Паян Чӑваш патшалӑх драма театрне журналистсем Пичет кунне паллӑ тума пухӑннӑ. Калем ӑстисене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Уява ытти сумлӑ хана та ҫитнӗ.
Михаил Васильевич хӑйӗн сӑмахӗнче МИХсем общество пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Элтепер журналистсене наградӑсемпе чысланӑ. «ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ята Наци телерадиокомпанийӗн пай пуҫлӑхне Елена Гальперинӑна, «Шупашкар хыпарӗсем» хаҫатӑн яваплӑ секретарьне Елена Казаринӑна, Чӑваш кӗнеке издательствин ӳнер редакторне Ирина Калентьевӑна, «Грани» Издательство ҫурчӗн пай ертӳҫине Сергей Петрова, Вӑрмар район хаҫачӗн тӗп редакторне Зинаида Павловӑна, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн реклама менеджерне Галина Хрисановӑна панӑ.
Нумаях пулмасть 75 ҫулхи юбилейне уявланӑ Виталий Станьяла тата Аристарх Дмитриева ЧР Элтеперӗн сехечӗпе чысланӑ.
Ҫавӑн пекех уявра ҫулсерен Журналистсен пӗрлӗхӗн премийӗсене тивӗҫнисене чысланӑ. Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие кӑҫал ЧР Наци радиовӗн ӗҫченӗ Роза Деменцова тата «Хыпар» хаҫатӑн корреспонденчӗ Ирина Клементьева тивӗҫнӗ. Николай Никольский ячӗллӗ премие «Чӑваш журналистикин энциклопедине» хатӗрленӗ Владимир Зырянова, Надежда Осиповӑна тата Чӑваш кӗнеке издательствин директорне Валерий Комиссарова панӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗн Михаил Красновӑн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Литературӑра ӑна Ара Мишши ятпа пӗлеҫҫӗ.
«Ҫамрӑк юланутҫӑ» кӗнекене Михаил Красновӑн малтанхи калавӗсем кӗнӗ. Тӗп сӑнар — Макҫӑм. Ӑна тӗрлӗ ыйту канӑҫсӑрлантарать.
Ара Мишши 1953 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех патшалӑх влаҫӗнче, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра ӗҫленӗ. ЧР культура министрӗнче пилӗк ҫул ӗҫленӗ. 2008 ҫулта ӑна ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн ятне панӑ. 2013 ҫулта РФ Журналистсен союзӗн пайташӗ пулса тӑнӑ.
Ара Мишши кӗнекене пур вулавӑша та ҫитересшӗн. Вӑрмар районӗнчи кашни вулавӑша ҫак кӗнекене парнелесшӗн.
2014 вӗҫленнӗ май «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ «Сӑвӑпа чӗрем юрлать, чун чӑвашлӑхшӑн ҫунать» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Хаҫатра ӗҫлекенсем республикӑри ачасем ҫулталӑк тӑршшӗпех хастар пулнине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем редакцие тупӑшнӑ евӗр ҫырусем вӗҫтернӗ. Кашниех сӑвӑсенче тӗрлӗ темӑна хускатма тӑрӑшнӑ. Чылайӑшӗн сӑвви хаҫатра пичетленме тивӗҫ пулнӑ. Ку — пысӑк хисеп.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ шкулта вӗренекен Юлия Адюкова тивӗҫнӗ. Вӑл 8-мӗш класра ӑс пухать.
Ытти ҫӗнтерӳҫе те палӑртмалла: Наташа Христофорова (Вӑрмар районӗ, Енккасси шкулӗ), Ольга Абросимова (Тутарстан, Аксу районӗ, Кивӗ Саврӑш), Аня Николаева (Куславкка районӗ, Кунер шкулӗ).
Вӑрмар районӗнчи Тикаш ялӗнче пурӑнакан Зоя Павловна Кудрова ҫулсерен юртан кӳлепесем тӑвать. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче трактористра ӗҫленӗ. Кӑҫал та вӑл хӑйӗн йӑлине пӑрахӑҫламан — килӗ умне юр кӳлепесем туса лартнӑ.
Тикаш ялӗнче хӑйсен килӗ умӗсене илем кӳрекен ытти ҫынсем те пур. Акӑ Александр Петрович Исаев ҫемйипе пӗрле Хӗл Мучи тата Юп Пике туса лартнӑ.
Людмила Александровна Филиппова та килӗ умне илем кӳнӗ. Ӗҫ ветеранӗ Михаил Алексеевич Сафронов та хӑй тӗллӗн Хӗл Мучипе Юр Пикене ӑсталанӑ.
Олег Иванович Иванов, унччен ялти культура ҫуртӗнче ӳнер ертӳҫинче вӑй хунӑскер, Мускавран вахта мелӗпе ӗҫлесе таврӑнсан ҫулсерен урамра чӑрӑш лартма тӑрӑшать. Унта ҫемйи, ял халӑхӗ савӑнать.
Николай Николаевичпа Галина Александровна Тимушкинсем те ачисемпе пӗрле юр кӳлепесем ӑсталанӑ.
Сӑнсем (40)
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ҫынсем килӗсенче чӑрӑшсене илемлетеҫҫӗ. Халӑх уява хатӗрленнӗ вӑхӑтра вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен сыхӑ тӑмалла.
Ҫамрӑк чӑрӑшсене саккунсӑр майпа касасран сыхлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ятарласа мобильлӗ ушкӑнсем йӗркеленӗ. Вӗсем вӑрмансене куллен сыхлаҫҫӗ.
Акӑ Канашри вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем Канаш, Тӑвай, Вӑрмар районӗсенчи шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсемпе пӗрле вӑрмана чӑрӑшсене саккунсӑр майпа касакансенчен хӑтарас тӗллевпе сыхӑ тӑраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе автоҫулсем ҫинче транспортсене тӗрӗслемелли 4 пост йӗркеленӗ.
Вӑрман ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех халӑха чӑрӑшсене касмалла марри пирки ӑнлантараҫҫӗ, йывӑҫа саккунсӑр майпа кассан мӗн пуласси пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
«Хыпар» Издательство ҫурчӗ районсенче «Хыпар» ИҪ кунне паллӑ тӑвассине йӑлана кӗртсе пырать. Хальхинче, раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, хыпарҫӑсем Вӑрмар районне ҫитнӗ.
Тӗлпулу Вӑрмарти Культура ҫуртӗнче иртнӗ. Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин ҫырӑнтару кампанине пырса тивекен ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ. Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Валери Туркай «Хыпар» хаҫатӑн тиражӗ питӗ пӗчӗк пулнине пытарман.
Константин Никитин вӑрмарсем хаҫатпа пӗрле пуласса, ӑна ҫитес ҫур ҫуллӑха ҫырӑнасса пӗлтернӗ. Валери Туркай вара малашне хаҫат халӑха ҫӗнӗ терминсемпе йӑлӑхтармасса, вӑл тӗпрен улшӑнасса, ҫӗнӗ рубрикӑсем уҫӑласса шантарнӑ.
«Хыпар» ҫумӗнче ытти хаҫат та тухса тӑрать. Вӗсемпе редакторсем паллаштарнӑ. Хаҫата сӳтсе явнӑ ҫӗре хастар вулакансем те хутшӑннӑ. Районти историпе таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Василий Цыфаркин, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ Николай Васильев, Вӑрмарти почтамт пуҫлӑхӗ Сергей Риманов тухса калаҫнӑ.
Тӗлпулу вӗҫӗнче Культура ҫуртне пухӑннисене чӑваш эстрада артисчӗсем Алина Михайлова тата Александр Ильин савӑнтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |